Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.6 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Хурӑнлӑхра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗртен пулӑшу ыйтма пуҫланӑ. Вӗсен пӑшӑрханӑвне прокуратура илтнӗ.

Яла автобуссем 2025 ҫулта ҫӳреме пӑрахнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ял администрацийӗ перевозчикпа килӗшӳ тунӑ. Халӗ «Канаш – Ӑвӑспӳрт Кипеч – Хурӑнлӑх» маршрутпа автобус каллех ҫӳреме пуҫланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар округӗнчи Качакасси ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал та, «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн та пӗлтернӗ.

Башня мӗншӗн ӳкнӗ? Кун пирки информаци ҫук. Анчах сӑнӳкерчӗке пӑхсан ҫакӑ паллӑ: башня вӑйлах тутӑхнӑ, кивӗ. Унпа ял ҫыннисем усӑ курнӑ-и е ҫук-и — ку та паллӑ мар.

Сӑмах май, 2023 ҫулта Хӗрлӗ Чутай округӗнче вӗр ҫӗнӗ башня персе аннӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнчи урамсенче юртан тасатса тӑмаҫҫӗ иккен.

«Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пурӑнатӑп. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсенчи юра тасатса тӑмасть. Юр тасатакан техника хӗл каҫипе пӗрре ҫеҫ пулчӗ. Урамсене пӗр техника та, ҫав шутра васкавлӑ службӑсен те, кӗрсе тухаймасть. Ял тӑрӑхӗн администрацине шӑнкӑравласа каланин усси ҫук», – тесе пӗлтернӗ «Контактри» «Эпир Чӑваш Енрен» паблика вырӑнти пӗр ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35160794_284147
 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра пурӑнакансем яла автобус ҫӳреме пӑрахнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Яла автобуссем Вӑрнартан ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен вӗсем хутлама пӑрахнӑ.

Асӑннӑ рейс кӳршӗри тӑватӑ ял ҫыннисемшӗн те меллӗ пулнӑ. Унпа Кӗҫӗн Кипек, Уйкас Явӑш, Ҫӑкаллӑ Явӑш, Мулакасси ял ҫыннисем те район центрне ҫитсе килме пултарнӑ.

«Ӗҫе кайма та, ӗҫпе тухса кӗме те, больницӑна тухтӑр патне ҫитме те май ҫук», – тесе кулянаҫҫӗ вырӑнтисем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35160794_284210
 

Ял пурнӑҫӗ
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
«Чӑваш Ен калаҫать» каналти сӑнӳкерчӗксене усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Шупашкар тӑрахӗнчи Ишлейре пурӑнакан Ольга Рогова картишӗ юмаха ҫаврӑннӑ. Ку пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ.

Хӗрарӑм ҫулсеренех юртан хитре кӳлепесем ӑсталать иккен. Кӑҫал унӑн картишӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илекен чӑваш пикине, вырӑс пӑхаттирӗсене курма пулать.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Ураскилтри пӗр кушак урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑ Республикӑн ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Кушак чирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн вырӑнта карантин тесе республика Элтеперӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Хушу ӑна пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче урама вак чул сарма йышӑннӑ. Ун валли ял халӑхӗнчен пурӗ 135 пин тенкӗ укҫа пухнӑ. Ӗҫ хакӗ пӗтӗмпе 1,6 миллион тенке ларнӑ.

Урам вӗҫӗнче пурӑнакан пӗр кил хуҫи укҫа пама килӗшмен, ҫавна кура вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса вак чула ҫав ҫын килӗ патне ҫитиччен сарса пама килӗшмен.

Прокуратура ҫавна кура тӳре-шара ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ҫав лаптӑка хысна шучӗпе вак чул сармалла пулнӑ тесе палӑртнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кӗтӗквар ялӗнче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе шыв ҫук. Ҫавна май унта хатӗр тӑмалли режим пулнине палӑртнӑ. Вӑл ӗнертенпе, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе, вӑйра.

Мӗн пулнӑ-ха унта? Юпан 1-мӗшӗнче ялти шыв башнинче авари пулнӑ. Юпан 6-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров лару-тӑрӑва сӑнаса тӑнине пӗлтернӗ. Башньӑна юсанӑ чухне яла таса шыв кӳрсе тӑраҫҫӗ имӗш. Ку тӗрӗсех-и е ҫук-и – ҫапах ял ҫыннисем тӗнче тетелӗнчи пост айне влаҫ ӗҫне критиклесе ҫырнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви качакапа сурӑх ӗрчетекенсене субсиди парассине пӗлтернӗ.

Укҫана тивӗҫес текенсенчен заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Документсене авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи ҫурҫӗрччен парса ӗлкӗрмелле.

Субсиди валли пурӗ 2,4 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Тӗплӗнрех пӗлес тесен Ял хуҫалӑх министерствипе ҫыхӑнмалла.

 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шӑпӑрлансене пӗчӗкрен ҫӗр ӗҫне хӑнӑхтараҫҫӗ. Ку вӑл ахальтен мар ӗнтӗ.

Лаша пуласси тихаран паллӑ, ҫын пуласси ачаран тесе каланӑ ваттисем.

Чӑваш Енре ачасене ял пурнӑҫне тата ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе юратма хӑнӑхтарас тесе ача пахчисенче агролабораторисем уҫнӑ. Паянхи куна ун пекки 137 ача пахчинче пур.

Проекта 146 аграри предприятийӗ, кооперативсемпе фермерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Аграри лабораторийӗсем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче – 19, Муркаш тӑрӑхӗнче — 12, Шупашкар тӑрӑхӗнче – 10.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...74
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи